| 10331 | Картла вылякан ӗмӗрне те перекетне курайман. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10332 | Каскаламасӑр ҫӗҫӗ аври та пулмасть теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10333 | Касма ҫӑмӑл, ӳстерме йывӑр. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10334 | Касма тытӑннӑ йывӑҫа кассах яр. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10335 | Каснипе вӑрман пӗтмест. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10336 | Кассан турпас ма пулмасть, тусан кукӑль ма пулмасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10337 | Каҫхи ӗҫ ир кулли теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10338 | Каҫхи ӗҫ каялла пулать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10339 | Каҫхи ӗҫ кӑнтӑрла колли полнӑ тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10340 | Каҫхи ӗҫрен кулӑ тухать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10341 | Катма ӑс-хакӑл кирлӗ мар, тӑсма тӑн-пуҫ кирлӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10342 | Кахал йытта вилнӗ мулкачӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10343 | Кахал ҫын ҫине ҫумӑр виҫӗ кун малтан ҫӑвать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10344 | Кахал ҫыннӑн кӗсйи пушӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10345 | Кахал ҫыннӑн пурнӑҫӗ ҫитмест. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10346 | Кахал ҫыншӑн кӑнтӑр ҫитсен те хӗвел тухманнӑн туйӑнать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10347 | Кахал тутлӑ ҫисе ҫемҫе вырӑн ҫинче ҫывӑрасшӑн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10348 | Кахал ырӑ ӗҫ тумасть, ҫӑкӑрсӑр ҫиет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10349 | Кахалӑн Турри ҫӗрте. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10350 | Кахалланса арлаканӑн хӑйӗн ҫийӗнче те кӗпи ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10351 | Кахалшӑн ӗмӗрех ыран. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10352 | Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10353 | Кахалшӑн шав калӑм. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10354 | Кашни ӗҫӗн вӑхӑчӗ пур. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10355 | Кӑмака ҫинче ларакана ним нуша та ҫук, анчах пурпӗр ӑна та начар — кучӗ пиҫме пултарать тенӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10356 | Кӑмака ҫинче те айӑк ырата пуҫлать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10357 | Кӑчкӑран пулӑшши ҫук теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10358 | Кӗлетне лартиччен тӗккине ан хатӗрле. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10359 | Кӗлӗпе ҫӑварта, ӗҫпе алӑра ҫухалас ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10360 | Кӗрекаҫ тӗлне пӗлмесӗр шыва ан кӗр. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10361 | Кӗрхи калчана кӗлте кӗртеймӗн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10362 | Кӗске утта ҫуласси, ҫулассинчен пуҫтарасси. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10363 | Кирек ӑҫта пырсан та — ик алла пӗр ӗҫ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10364 | Кирек мӗнле ӗҫ те ӑстаран хӑрать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10365 | Кукӑрӑлса выртакан ҫӑмлӑ хӑяр ассишӗн карта урлӑ каҫса йӗм ҫурни те харам. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10366 | Кулӑш — ӗҫре пулӑш. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10367 | Куллен ӗҫсӗр ларсан хуллен кӗлмӗҫе тухӑн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10368 | Кулленхи ӗҫ кӗтсе тӑма та пултарать теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10369 | Кун каҫиччен куян йӗрлесен куй хакӗ тухать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10370 | Кун сахал та, ӗҫ нумай. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10371 | Кунӗ ҫын кун ҫутипе ӗҫ тӑвать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10372 | Кунӗ ҫын та кунне виҫҫӗ ҫинӗ тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10373 | Кунӗ ҫыннӑн кун сахал. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10374 | Купӑста касас тесен качака усра. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10375 | Куршанак кахалсем ҫумне ҫыпӑҫма юратать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10377 | Куҫ курать те, шӑл витмес. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10378 | Куҫ хӑрать, ал тӑвать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10380 | Куҫпа пӑхсан кӑна тӑвӑн тесе калама ҫӑмӑл та, тума тытӑнсан тӑвимастӑн теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10382 | Кут хыҫӗнчи курӑнмасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10383 | Кут хыҫне алли ӳкмест. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |